Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Пушкӑртстанра чӑваш чӗлхипе литературине вӗренмелли кӗнекесем ҫителӗксӗррине тӳре-шарана пӗлтернӗ. Шкулта чӑвашла вӗрентмелли кӗнекесемпе тивӗҫтерменнине унтисем систернӗ иккен.
Ҫавӑн хыҫҫӑн «Ирӗклӗх» хастарӗсем Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ тата Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ ячӗпе электрон ҫыру шӑрҫаланӑ.
«Шкул ачисене йӗркеллӗ вӗренӳ кӗнекисемпе тӳлевсӗррӗн те ҫителӗклӗн тивӗҫтерессишӗн патшалӑх яваплӑ», — тенӗ ҫырура.
Пушкӑртстанрисем «Ирӗклӗхе» шкулсенче 1990, 2003-мӗш ҫулсенче пичетленсе тухнӑ кӗнекесемпе усӑ курнине, кашни ачана кирлӗ чухлӗ кӗнеке ҫитменнине пӗлтернӗ иккен.
«Чӑваш нацин пысӑк пайӗ республика тулашӗнче пурӑнать. [...] Чӑваш чӗлхипе литературине тивӗҫлӗн вӗренме те пултарайман чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗ те иккӗленӳллӗ», — шухӑшне палӑртнӑ «Ирӗклӗх».
Чӑваш кӗнеке издательствинче В.А. Нестеровӑн «Над картой Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен картти ҫийӗн) кӗнекин иккӗмӗш кӑларӑмӗ пичетленнӗ. Унта пирӗн республикӑри топонимсемпе паллаштарнӑ. Чӑваш Енри географи ячӗсен вӑрттӑнлӑхне XVI ӗмӗртен пуҫласа паянчченех пӗлме май пур.
Кӗнекери историпе топоним ячӗсене чӗлхене тата тематикӑна кура уйӑрнӑ. Чӑваш топонимне тарӑннӑн тишкернипе пӗрлех кунта тӑтӑш тӗл пулакан ытти ята та тӗпченӗ.
Ҫӗнӗ кӗнекене Владимир Степанов редакциленӗ. Вӑл хӑй те кӗнекесем кӑларнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ пулӗ. Чӑваш кӗнеке издательствине куҫиччен В.В. Степанов «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫленӗччӗ, унти ача-пӑча кӑларӑмӗсенчен пӗрин, «Самант» журналӑн, редакторӗ пулнӑччӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Счастье Райской птицы. Ҫӑтмах кайӑкӗн телейӗ» ятпа ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — Нина Абрамова, аслӑ категориллӗ врач-психотерапевт, медицина ӑслӑлӑхсен кандидачӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ сиплев учрежденийӗнче 35 ҫул ытла ӗҫлекенсер вӑтам тата аслӑ шкул ҫулӗсенчи ачасем юмахсемпе калавсем ҫырнӑ.
Нина Михайловна 1961 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Алманчӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн биографийӗпе паллаштарнинче вырӑнти вӑтам шкула ылтӑн медальпе вӗренсе пӗтернине те палӑртнӑ. 1984 ҫулта вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Нина Абрамаова ҫырнисене чӑвашла Альбина Юрату (Любимова) поэт куҫарнӑ. Ӳкерчӗксен авторӗ — Ольга Любимова, вӑл — Альбина Юрату хӗрӗ. Кӗнекен редакторӗ — Ольга Иванова.
Калавсемпе юмахсен пуххи 1000 тиражпа пичетленнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш халӑх тумӗ» этнографи словарӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Наталия Захарова-Кульева пухса хатӗрленӗ.
Кӗнекере чӑваш халӑхӗн тумӗсен, вӗсен пайӗсен, ҫири ҫи-пуҫӑн, пуҫа тӑхӑнмалли тумтирӗн, атӑ-пушмакӑн, эрешсен тата ытти япалан ячӗсене тупма пулать. Терминсене тупма меллӗ пултӑр тесе алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ, вӗсене тӗплӗн ӑнлантарнӑ. Чылайӑшне автор хӑйӗн тата архиври ӳкерчӗксемпе сӑнласа кӑтартнӑ.
Автор ҫак кӗнекене пухса хатӗрлес тӗлӗшпе сахал мар ӗҫленӗ. Вӑл 15 ҫул тӗрлӗ ҫӑлкуҫра терминсем шыранӑ, XVIII-XIX ӗмӗрсенчи тӗпчевҫӗсен истори, фольклор, этнографи енӗпе ӗҫӗсене тишкернӗ. Хӑш-пӗр тумӑн ятне Наталия Захарова-Кульева ваттисем каланипе ҫырнӑ, ҫавна май хӑшӗ-пӗри кӗнекере пӗрремӗш хут пичетленнӗ.
Француз писателӗн Антуан де Сент-Экзюперин «Пӗчӗк принц» аллегорилле юмах-повеҫне француз чӗлхинчен Юрий Артемьев профессор, паллӑ критик, литературовед, филологи наукисен докторӗ чӑвашла куҫарнине чӑваш халӑх сайтне вулакансем, тен, пӗлеҫҫӗ те пулӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке ют ҫӗршыв ҫыннисене те кӑсӑклантарнӑ. Австрири Герхард Вольц кӗнекен 5—10 экземплярне туянас кӑмӑллине палӑртнӑ. «…Эпӗ ют чӗлхесене вӗренме кӑмӑллатӑп, «Маленький принц» кӗнеке питӗ килӗшет. Ман ӑна питӗ туянас килет», — ҫырнӑ Бельгире пурӑнакан Патрик Баерт. Кӗнекешӗн вӑл акӑлчанла, вырӑсла тата чӑвашла тав тунӑ.
Испанири Хосеп Гонзалес Николас вӗренекенсемпе пӗрле Антуан де Сент-Экзюпери пултарулӑхне тӗпчет. Ҫавна май «Маленький принц» кӗнекене тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнине пухать. Испание 20 экземпляр ярса пама ыйтнӑ.
Ара Мишши (Михаил Николаевич Краснов) ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче черетлӗ кӗнеке кӑларнӑ. Унччен вӑл «Ҫамрӑк юлан утҫӑ» кун ҫути кӑтартнӑ.
Михаил Николаевич унччен чылай ҫул Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче ӗҫленӗ. Нумай пулмасть вӑл ачасем валли калавсем ҫырма пуҫланӑ. Унӑн черетлӗ ӗҫӗ «Пӗрремӗш утӑмсем. Первые ступеньки» ятпа пичетленнӗ. Унӑн тиражӗ – 500 экземпляр. Кӑларӑма чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ пилӗк калав кӗнӗ.
Ара Мишшин ҫӗнӗ кӗнекинчи калавсен теп сӑнарӗ — Настя. Пӗрремӗш класа ҫӳрекенскер тӑван ҫӗршыва юратма тата историе хисеплеме вӗренет. Унпа пӗрлех ачан тантӑшӗсем те ҫавна хӑнӑхаҫҫӗ. Маттур ача тӑмран тӗрлӗ кӳлепе ӑсталать, художество шкулне тата ташӑ кружокне ҫӳрет. «Тӗрлӗ халӑхлӑ класс. Многонациональный класс» калав, тӗслӗхрен, ачасене ытти халӑх культурине хисеплеме вӗрентет. Ытти калава те пӗчӗккисем кӑмӑлласса шанать автор.
Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ В.Д. Димитриев профессор ҫырса хӑварнинчен ҫакӑ паллӑ: чӑвашсем ХVI ӗмӗртен пуҫласа пайланса пурӑнма тытӑннӑ, вӗсен пӗр ушкӑнӗ хальхи Чӑваш Республикин ҫурҫӗр тата вӑтаҫӗр районӗсенче, тепӗр пайӗ Хусанҫи таврашӗнче тӗпленнӗ. Хусантан пуҫласа Нухрат Атӑл (Вятка) таранчченех Чӑваш Тӑрӑхӗ текен аслӑ ҫул сарӑлса выртнӑ. Хальхи Елчӗк, Комсомольски, Патӑръел, Шӑмӑршӑ районӗсен вырӑнӗнче, Чулман Атӑл хӗрринче, Чӗмпӗр, Самар, Пенза тата Сарӑту енче ирӗк ҫӗрсем пулнӑ. Ку вырӑнсене нухайсем тата ытти халӑхсен уртисем ҫу каҫма килкелесе ҫӳренӗ.
Самана лӑплансан пирӗн мӑн асаттесем хӑйсем малтан пурӑннӑ вырӑнсене таврӑнма тытӑнаҫҫӗ. Ҫав тапхӑрта халӑх хытӑ хунать, тыр-пул анисем хӗсӗкленсе ҫитнипе чӑвашсем ҫывӑхра тата аякра ирӗк выртакан ҫӗрсене йышӑнма тытӑнаҫҫӗ. Темиҫе ӗмӗр хушшинче ҫӗршер те пиншер ял ҫӗкленет.
Камсем тата хӑҫан килсе тӗпленнӗ-ши пирӗн тӑрӑха, чи малтан ял пуҫласа янӑ ҫын е йӑх ятне пӗлме пулать-ши? Ҫакӑ паянхи вӑйпитти арсемпе лӑплана пӗлмен шурсухалсене хытӑ шутлаттарать, тӗрлӗ архивсемпе вулавӑшсене хӑвалать.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл орнитологсем, экологсем, студентсемпе шкул ачисем валли питӗ меллӗ. Паллах, ӑна ҫутҫанталӑка юратакансем те хаваспах вулӗҫ.
Ҫӗнӗ кӗнеке «Птицы Чувашии. Неворобьиные» (чӑв. Чӑваш Ен кайӑкӗсем. Ҫерҫимаррисем) ятлӑ. Вӑл 1000 экземплярпа тухнӑ. Кӗнекене Л.Н.Воронов, О.В.Глушенков тата ыттисем хатӗрленӗ.
Кӗнекен пӗрремӗш томӗ ҫеҫ тухнӑ-ха. Унта республикӑра тӗл пулакан кайӑксем пирки каласа кӑтартнӑ. Кӗнекере кайӑксен йышӗ пирки, вӗсем ӑҫта пурӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унта кӑтартнӑ даннӑйсем ҫӗнӗ.
Кӗнекене ҫавӑн пекех сахал тӗл пулакан кайӑксем ӑҫта пурӑннин картосхемине илсе кӑтартнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви ҫамрӑк вулакансене ҫӗнӗ кӑларӑмсемпе савӑнтарсах тӑрать. Нумаях пулмасть Николай Ишентейӗн «Ачаш кулӑш вӑрттӑнлӑхӗ» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. «Кулӑш икӗ вӗҫлӗ патак пекех: йӑнӑша тӳрлетме те, ҫынна йӑнӑш ҫулпа чуптарма та, чӑнлӑха суяран уйӑрса илме те пултарать», — ҫакнашкал шухӑш ярӑмӗ кӑшӑлласа тӑрать те кӗнекери хайлавсене.
Авторӗ мӗнле, сӑнарӗсем те ҫапла. Николай Ишентей кӗнекине вуланӑ чухне чуна ҫывӑх ӑнлавсем тӗле килеҫҫӗ. Ачаш тени — чӑваш кӑмӑлне, ултав тени усал сунӑма палӑртаҫҫӗ. Ҫулта-йӗрте такӑнтаракан Тунката та тараватлӑ пулать иккен.
Тӗслӗх вырӑнне «Самана сиплевҫисем» калавах илер. Чӑваш Енрен ютлӑха ӗҫ шырама кайнӑ ҫынсем тӗлӗнмелле ҫӗршыва ҫитсе тухаҫҫӗ — аслӑ шывӑн пӗр енче Ырӑ тӑван хуҫаланать, тепӗр енче — Усал шуйттан. Тӗнче касса ҫӳрекенсем тавлашса каяҫҫӗ: «Ӑҫта пурӑнма аванрах — Ыр тӑван ҫумӗнче е Усал патша патӗнче?» Тавлашсан та вӗсем пӗр шухӑш патне пырса тухайман, тӗрлӗ ӗҫре тар юхтарса, тӗрлӗ хуҫа патӗнче муритленсе ал тупанне ӑшӑтмалӑх ӗҫ укҫи илнӗ те киле ывӑнса, вӑйран кайса таврӑннӑ. Тӗрӗс-тӗкел ҫаврӑнса килни аван — ӗҫчен алла тӑван тӑрӑхра тӑван ҫӗр кӗтет.
Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне халалласа пуш уйӑхӗн 25–26-мӗшӗсенче ЧР Наци вулавӑшӗнче актуаллӑ тата виртуаллӑ поэзин фестивалӗ иртет. «ГолосА» фестиваль кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут йӗркеленӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкара Мускаври, Питӗрти, Хусанти, Чулхулари, Чӗмпӗрти, Сарӑтури, Самарти поэтсемпе критиксем килӗҫ. Вӗсем поэзии вулавне, ҫӗнӗ кӗнекесен хӑтлавне хутшӑнӗҫ. Хӑйсем лекцисем, докладсем вулӗҫ, видеохӑтлав ирттерӗҫ.
Кӑҫал фестивальте ҫӗнӗлӗхпе савӑнтарӗҫ: «micro Art Book Fair» проект пулӗ. Швецири «Ariel» издательство, Чӑваш кӗнеке издательстви, Шупашарти тата Хусанти харпӑр издательствӑсем хутшӑнӗҫ. Игорь Улангин ӳнерҫӗ пичет графики енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттерӗ.
Аса илтерер: ку фестиваль 2008 ҫулта пӗрремӗш хут иртнӗ. Вӑл регионсен хушшинче кӑна йӗркеленет пулин те унӑн географийӗ ҫулсерен анлӑланса пырать. Тӗрӗссипе, вӑл халӗ тӗнче шайӗнчи фестиваль пулса тӑнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |